Авӑнӑн 5-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Трак шкулӗ 125 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Унта вӗренекенсене тата вӗрентекенсене саламламашкӑн паллӑ хӑнасем килсе ҫитнӗ. Уява педагогика ветеранӗсем, тӗрлӗ ҫулта кунтан вӗренсе тухнӑ ҫынсем, ашшӗ-амӑшӗ те хутшӑннӑ.
Шкул хӑнасен умӗнче мухтанма пултарать. Ҫак ҫулсенче вӑл илемленсе, аталанса ҫеҫ пынӑ. Малтанах чи лайӑх ӗҫченсене чысланӑ. Чылай вӗрентекен тата педегогика ветеранӗсем Хисеп грамотине, Тав хучӗпе ҫырӑвне тивӗҫнӗ.
Трак шкулӗ кунтан вӗренсе тухнӑ ҫыннисемпе мухтанма пултарать. Трак шкулӗнче аттестат илнисем лайӑх тухтӑрсем, юристсем, ӳнерҫӗсем, ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем, вӗрентекенсем пулса тӑнӑ.
Уявра Трак шкулӗ, унта ӗҫлекенсемпе вӗренекенсем тӗлӗшпе нумай ырӑ сӑмах янӑранӑ.
Пӗлмешкӗн: 2011 ҫулччен вӑл Трак чӑвашла-нимӗҫле гимнази пулнӑ. Унтан ӑна Трак вӑтам шкулӗ туса хунӑ. Халӗ те вӑл ҫак ятпах.
Красноармейски районӗнчи Ванюшкасси ялӗ те хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Ҫурлан 22-мӗшӗнче ял халӑхӗ уяв лапамне пухӑннӑ.
Ванюшкассисем ҫуралнӑ куна тӗплӗн хатӗрленнӗ. Сценӑна вӗсем «С праздником» баннерпа илемлетнӗ, саксем лартнӑ. Малтанах ванюшкассисене Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков саламланӑ. Андрей Владимирович Ванюшкассинче ӗҫчен ҫынсем пурӑннине палӑртнӑ. Ав нумаях пулмасть Вадим Николаев РФ Федераци Канашӗн пайташӗ пулса тӑнӑ.
Общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн Ольга Белоусовӑна, Геннадий Владимирова, Анатолий Леонтьева, Олег Леонтьева, Василий Лукина, Марина Платоновӑна, Зинаида Яковлевӑна тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
ЧР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валентина Петрова пухӑннисене Ванюшкасси ялӗн историйӗпе паллаштарнӑ. Унтан тӗрлӗ конкурссем ирттерсе чи маттуррисене чысланӑ.
Концерт вӗҫленсен ташӑ каҫӗ малалла тӑсӑлнӑ.
Сӑнсем (41)
Чӑваш Енри ялсенче ҫул сарас ӗҫ малалла пырать. Ку, паллах, ял ҫыннишӗн тем пекех савӑнӑҫ. Кун тӗлӗшпе 470 яхӑн миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Кӑҫал республикӑри ялсенче 119 ҫул тума палӑртнӑ. ЧР Транспорт министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе ҫичӗ ҫула туса пӗтернӗ. Канаш районӗнчи Асхва, Красноармейски районӗнчи Ыхракасси, Пӑрачкав районӗнчи Кудеиха, Шупашкар районӗнчи Оппукасси, Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа, Етӗрне районӗнчи Хӗрлӗҫыр, Патӑрьел районӗнчи Ксыл-Камыш ялӗсен ҫыннисем яка ҫулпа утаҫҫӗ ӗнтӗ.
Кӑҫал ҫавӑн пекех регион тата муниципалитет шайӗнчи ҫулсене, пӗтӗмпе 33,7 ҫухрӑм, юсама палӑртнӑ.
Красноармейски районӗнчи ыхракассисем ҫак куна тахҫантанпах кӗтнӗ. Унччен вӗсен ял патне хытӑ сийлӗ ҫул пыман. Ыхракассисене саламлама Михаил Игнатьев та килсе ҫитнӗ. Михаил Васильевич паян Трак тӑрӑхӗнче ӗҫлӗ ҫулҫӳревре пулнӑ.
Малтанах савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Ыхракасси ҫулне уҫнӑ. Ку ҫула тумашкӑн 6 миллион ытла тенкӗ тӑкакланӑ. Унтан делегаци Яманак ялне ҫитнӗ.
Яманакра «Красное Сормово» хуҫалӑхра 200 ӗне тытмалли вите хута кайнӑ. Унта ял ҫыннисемпе хӑнасем курма пынӑ. Ку яманаксемшӗн чӑннипех те савӑнӑҫлӑ пулӑм. Витене 2014 ҫултах тума тытӑннӑ. Хуҫалӑхра мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ — 709 пуҫ. Ҫитес вӑхӑтра ӗне шутне ӳстересшӗн.
Унтан хаклӑ хӑнасем «Таябинка» хуҫалӑха ҫитнӗ. Унта тыр-пул типӗтмелли тата упрамалли вырӑн хута кайнӑ. Ҫурта хӗрлӗ хӑю касса уҫнӑ хыҫҫӑн пурте ӑна пӑхса ҫаврӑннӑ.
Сӑнсем (67)
Кӑҫал Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа чылай ялта паттӑрсене халалласа палӑксем, обелисксем уҫаҫҫӗ. Кӑ чӑнах та ырӑ йӑла. Кун пек паттӑрсен ячӗсем чул ҫине ӗмӗрлӗхе ҫырӑнаҫҫӗ.
Красноармейски районӗнчи Тури Типҫырма ялӗ пысӑках мар. Анчах вӑрҫӑ ҫакна пӑхса тӑнӑ-и? Ун чухне кашни яла, кашни киле хурлӑх кӗнӗ. Акӑ намаях пулмасть, ҫурлан 15-мӗшӗнче, Тури Типҫырма ҫыннисем паттӑр ентешӗсене халалласа обелиск уҫнӑ.
Савӑнӑҫлӑ мероприятие вырӑнти тӳре-шара ҫитнӗ. Сӑмах каланӑ хыҫҫӑн пурте салтаксене аса илсе пуҫ тайнӑ, обелиск умне чечексем хунӑ. Унтан пултарулӑх ушкӑнӗ юрӑсемпе кӑмӑла ҫӗкленӗ.
Сӑнсем (15)
Ҫапла шухӑшлать Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова.
Ҫынсен сывлӑхне диспансеризацилеме пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре пурӑнакан ҫитӗннӗ ҫынсен 80 проценчӗ (22 пин ҫын) хӑйӗн сывлӑхне тӗрӗслеттернӗ. «Пӗтӗмӗшле илсен халӑх сывлӑхне тӗрӗслесси йӗркеллӗ тата кал-кал пулса пырать», — тесе пӗлтерет кун пирки республикӑн Правительство ларӑвӗнче сӳтсе явни тӑрӑх «Хыпар» хаҫат.
Ҫапах та пульницӑна кайман ҫынсем те пур. Эп чирлӗ мар тесе шухӑшлаканскерсенне каярах тухтӑрсем вӑраха кайнӑ чирсем тупса палӑртаҫҫӗ.
Комсомольскипе Красноармейски районӗсем диспансеризаци тухассипе ыттисенчен юлса пыраҫҫӗ-мӗн. Ҫак ӗҫе шурӑ халатлисен кӑна мар, ӗҫ паракансен те хастартарах хутшӑнасса шанать республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова.
Сӑмах май каласан, хӗрарӑмсем хӑйсен сывлӑхӗшӗн ытларах тӑрӑшни палӑрать. Вӗсем тухтӑрсем патне ытларах ҫӳреҫҫӗ.
Тӗрӗслев кӑтартнӑ тӑрӑх республикӑра пурӑнакан кашни улттӑмӗш ҫыннӑн вӑраха кайнӑ чир пур. Уйрӑмӑн илсен, 1-мӗш вырӑнта — эндокрин тытӑмӗн чирӗсем. Самӑр ҫынсен йышӗ те самаях пысӑк.
Нумаях пулмасть Красноармейски районӗнчи Йӗпрем ялӗнче «Йӑх кунӗ» пулнӑ. Ӑна пуҫараканӗсенчен пӗри — Алексей Львов.
Алексей Николаевич тӑванӗсене пӗрле пуҫтарма тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Вӑл хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисемпе йӑх йывӑҫне икӗ уйӑх хатӗрленӗ. Унтан пурне те шӑнкӑравалса пӗлтерме тытӑннӑ, тӗлпулу вӑхӑтне тата вырӑнне палӑртнӑ.
Ялта та пулас уяв пирки калаҫма тытӑннӑ. Уяв кунне чылайӑшӗ кӗтнӗ. Алексей Николаевич каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫынсем хӑйсен йӑхне, тӑванӗсене асра тытччӑр тесе уяв йӗркелеме шутланӑ.
Уява ял хӗрринче лапамра ирттернӗ. Унта сцена хатӗрленӗ, сӗтел лартнӑ. Чылай тӑван пӗр-пӗрне пӗрремӗш хут курнӑ. Унта 250 ҫын пухӑннӑ. Хӑнасем Шупашкартан, Хусантан, Мускавран, Владивостокран килнӗ.
Уявра ҫак кунччен пурӑнса ҫитерейменнисене, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене аса илнӗ. Йӗпремсем кунашкал тӗлпулӑва йӑлана кӗртесшӗн.
«Ял кунне паллӑ тӑватпӑр, анчах хӑрушсӑрлӑх пирки манмастпӑр!» ҫакӑн пек ятпа иртнӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Ункӑҫум ялӗн уявӗ. Ҫав кун тӳрех темиҫе мероприяти иртнӗ унта: мини-футболла вылянӑ, районти пушар тӗрӗслевӗн аслӑ лейтенанчӗ Геннадий Димитриев халӑхпа профилактика тӗлпулӑвӗ ирттернӗ.
Официаллӑ пай вӗҫленсен МЧС офицерӗ ҫынсене пушар хӑрушсӑрлӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал районта 27 пушар тухнӑ. Унта 1 ҫын вилнӗ. Геннадий Димитриев ытларах чухне инкек пирус туртнине пула тухнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа ҫынсене тимлӗрех пулма ыйтнӑ.
Унтан «Ҫулӑм» ансамбль халӑха юрӑсемпе савӑнтарнӑ. Уяв лапамӗнче сӗтел хатӗрленӗ. Чӑваш наци шӳрпине нумайӑшӗ юратса ҫинӗ. Ҫав кунах юнашарти ялта, Красноармейски районӗнчи Пшонкӑра, уяв иртнӗ. «Ҫулӑм» вӗсене те юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Красноармейски районӗнче хӑйне евӗр туй иртнӗ. Ахаль чухне туйра хӑюсемпе илемлетнӗ ҫӑмӑл урапасем чупаҫҫӗ. Хальхинче вара… йывӑр тиевлӗ урапасем пулнӑ. Вӗсене те хӑюсемпе хитрелетнӗ.
Туй утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, шӑматкун, иртнӗ. Галинӑпа Василий ҫамрӑк мӑшӑр туйне шӑпах ҫакӑн пек уявлама палӑртнӑ-мӗн. Пӗтӗмпе илемлетнӗ йывӑр тиевлӗ 7 машина пулнӑ.
Вӗсен иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ Андрей Никитин каланӑ тӑрӑх, Василий йывӑр тиевлӗ машинӑсене ачаранпах юратнӑ. Туя кун пек ирттерме малтанах палӑртнӑ. вӑл ҫакнашкал урапапа ӗҫленӗ те-мӗн. 7 урапа рулӗ умӗнче унӑн юлташӗсем ларнӑ.
Качча тухакан хӗр каччипе ҫӑмӑл урапапах пынӑ. Кун пек меллӗрех.
Республикӑн уй-хирӗнче хӗрсе ӗҫҫи пырать. Паянхи куна илсен 11 районта вырмана тухнӑ. Пӗтӗмпе кӑҫал хуҫалӑхсен 290,5 пин гектар ҫинчен тӗш тырӑ пухса кӗртмелле. Хальлӗхе 3 пине яхӑн гектар ҫинчен ҫулса илнӗ, 2,2 пинӗ ҫинче вырнипе пӗрлех тӗшӗленӗ те. Паянхи куна тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 21,3 центнера ларать.
Выльӑх апачӗ хатӗрлессипе хуҫалӑхсем малалла ҫине тӑраҫҫӗ. Хальлӗхе ял хуҫалӑх предприятийӗсенче 80,8 пин тонна утӑ, 173,9 пин тонна сенаж, 33,9 пин тонна силос янтӑланӑ. Утӑпа сенажа планран ирттерсе хатӗрленӗ пулсан, силоса палӑртнинчен хальлӗхе 17 процентне ҫеҫ хурса хӑварнӑ. Вӑтам тени чӑннипех те вӑтам тенине пӗлтерет. Вӑрмар районӗнче утта утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлнех планпа палӑртнин 630 проценчӗ таран хатӗрленӗччӗ, Куславкка районӗнче — 410 процента яхӑн. Ҫав вӑхӑтрах Красноармейски районӗнче ҫурри таран та ҫитейменччӗ.
Выльӑх апачӗ хатӗрленипе, тӗш-тырӑ вырнипе пӗрлех хуҫалӑхсем кӗр аки валли те ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |